Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Мами выҫҫӑлккинче пӗр килте харӑсах иккӗн вилнӗ. Ахӑртнех, 35 тата 45 ҫулсенчи пӗртӑвансем сӗрӗм тивнипе пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ пирки халӗ следствичченхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ тӑрӑх, пиччӗшӗпе шӑллӗн виллисене пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫ кӳлӗм Ҫӗнӗ Мами выҫҫӑлккине Шупашкартан пынӑ ашшӗпе амӑшӗ асӑрханӑ. Вӗсем пырса кӗнӗ вӑхӑтра пӳртре ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ, кӑмака юшки хупӑ пулнӑ, ӑшӑ пӑрӑхӗсем сивӗнме ӗлкӗреймен.
Малтанлӑха ҫакӑ паллӑ: ку инкек кӑмакапа юрӑхлӑ усӑ курманнипе пулнӑ, пӗртӑвансем вара сӗрӗм тивнипе пурнӑҫран кайнӑ. Арҫынсен ӳчӗ ҫинче суран таврашӗ пулман, вӗсем кампа та пулин кӗрешни-ҫапӑҫни уҫӑмланман. Апла пулин те инкекӗн чӑн сӑлтавне пӗлме судпа медицина тӗпчевӗ ирттерме йышӑннӑ.