Ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсен хушшинче ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑххисен йышӗнче Шупашкарти 44-мӗш лицей вӗренекенӗн Анастасия Стеньшинӑн проекчӗ те пур.
Вӑл хӑйӗн «Пластмасса савӑтсен хӑш-пӗр тӗсӗпе Ideonella sakaiensis бактерисен витӗмӗпе тепӗр хутчен ҫӗнӗлле усӑ курасси» проектне пурнӑҫа кӗртме 100 пин тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ. Ку проекта хатӗрлесе ҫитерме ӑна биологипе экологи вӗрентекенӗ Оксана Яковлева пулӑшнӑ. Вӗсем пластмасса савӑтсене Ideonella sakaiensi бактерисен витӗмӗпе ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелемелли аппаратӑн модельне шухӑшласа кӑларнӑ. Хайхи проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май вӗсем ҫак аппарата ӑсталасшӑн. Проект тӗллевӗ вара — чӗрӗ организмсен витӗмӗпе пластмассӑран хӑвӑртрах урӑх япаласем тума вӗренесси.