Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви республикӑри ӗҫсӗрлӗх шайӗпе тунтикунсерен паллаштарсах тӑрать. Статистикӑна официаллӑ йӗркепе шута илнисем кӑна кӗреҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 4636 ӗҫсӗр ҫынна палӑртнӑ. Вӑйпиттисен пӗтӗмӗшле хисепӗнчен 0,73 проценчӗ ӗҫсӗр иккен. Тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем те пур — пурӗ 2480 ҫын.
Ӗҫсӗрррисен кӑтартӑвӗ пӗчӗк муниципалитсен шутӗнче ҫӗрпӳсем (0,26%), комсомольскисем (0,29%) тата вӑрмарсем (0,34%).
Вакансисен шучӗ вара 15 пинтен те иртет-мӗн. Ӳркенмесен тата ӗҫ тиркемесен урай ҫума, картиш пуҫтарма кайма май пур, ача пахчине няня, лавккасене сутуҫӑ тата ытти пулса вырнаҫма пулать. Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, сӑмах май, Чӑваш патшалӑх филармонине артист кирлине те пӗлтернӗ. Ӗҫ укҫине 15 пинтен ытларах тӳлеме шантарнӑ.