Шупашкарти пӗр аслӑ шкул вӗрентекенӗ явап тытӗ. Ҫӑмӑл мелпе пуяс килни ӑна суд сакки ҫине илсе ҫитернӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 53 ҫулти вӗрентекен кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче 46 студентран сӗтев илнӗ. Унӑн кӗсйине пӗтӗмпе 92 пин тенкӗ кӗнӗ. Студентсенчен кашниех 2-шер пин тенкӗ панӑ. Куншӑн вӗрентекен вӗсене хайӗн предмечӗпе зачёт лартса пама шантарнӑ.
Анчах вӗрентекенӗн ҫӑмӑл мелпе пуясси пулман. Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Халь суд пулмалла.