Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗччен Чӑваш наци музейӗпе унӑн филиалӗсенче «Янӑра, чӑваш чӗлхи!» уйӑхлӑх иртет. Ҫав вӑхӑтра интерактивлӑ мероприятисем, ӑсталӑх сехечӗсем, лекцисемпе музейри уявсем йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш наци музейӗнче (Шупашкар хули, Хӗрлӗ тӳрем, 5/2; ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: (8352) 62-55-66, 62-35-10) «Чӑваш тӑрӑхӗнче авал пурӑннисене археологипе палеонтологи мелӗпе палӑртни», «Чӑваш тӑрӑхӗн тата халӑхӗн IX ӗмӗртен пуҫласа ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗчченхи историйӗ», «ХХ ӗмӗрти Чӑваш Ен», «Этем тата ҫутҫанталӑк» яланхи экспозицисем ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ курав та кураканшӑн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Шупашкарти Ехрем Хуҫа бульварӗнче вырнаҫнӑ Музейпа курав центрӗ те, Карл Маркс урамӗнчи Чӑваш тӗррин музейӗ те, Ленинград урамӗнчи К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ те, Ҫеҫпӗл урамӗнчи Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ те кӑмӑлтан йыхравлаҫҫӗ.