Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ҫӗрпӳ ен вӗрентекенӗсене Шупашкар районӗнчи музей тӗлӗнтернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Татьяна Петрова 05.04.2018 16:17 | 1853 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем Шупашкар районӗни Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Чемен картинче ҫулҫӳревре пулчӗҫ. Вӗсене Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Сорокин ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, музей историйӗпе тата унти экспонатсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ.  

Музей ҫуртӗнчи витринӑсем тата хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ экспонатсем куракансене ҫав тери килӗшрӗҫ. Кунсӑр пуҫне музейра почта станцийӗ, тимӗрҫӗ, сӑра лаҫҫисем, хурал башни, платник эртелӗ, тӑм савӑт ӑсталӑхӗ, суту-илӳ лавкки, пир-авӑр мастерскойӗ пур.

Ҫӗрпӳ Ен вӗрентекенӗсем кунти пӑлхар-сӑвар культурин тата пуштӑ историйӗн музейӗ ҫав тери пуян пулнине тата музей ертӳҫи С.Л. Сорокин хӑйӗн ӗҫне юратса тунине палӑртрӗҫ.

Ҫулҫӳрев кӑсӑклӑ та усӑллӑ иртрӗ. Пурне те кайса курма сӗнетпӗр, илтмелли — пӗлмелли кунта чӑнах та ҫав тери нумай.

#Станьял, #Чемен карти, #экскурсисем, #Шупашкар районӗ, #музейсем, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2018.04.08 21:15
Нелли Пальмова
Чемен картине пысӑк уяв чухне кайса курмалла. Ун чухне тата лайӑхрах! Ытти чухне шкул ачисене илсе пырса экскурсисемпе ятарлӑ уроксем ирттерме май пур!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем