Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑвашла вӗрентни — чӑвашлӑхран пистерни-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.04.2018 20:27 | 2300 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

«Idel.Реалии» сайтра чӑваш наци юхӑмӗн 90-мӗш ҫулсенчи хастарӗпе Виктор Егоровпа интервью пичетленнӗ. 1989 ҫулта ҫак ҫын Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществине йӗркеленӗ, ӑна хӑех темиҫе ҫул ертсе пынӑ.

Виктор Аванмарта халӗ художник тата скульптор евӗр пӗлеҫҫӗ. Хушма ятӑн пӗлтерӗшне тавҫӑрма йывӑр мар: аван + мар + арт (ӳнер).

Виктор Ааванмарт чӑваш наци уявӗсене епле ирттернине те каласа кӑтартнӑ. Пӗлтӗр вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ялавӑрта Акатуйра пулнӑ иккен. Уявра казаксен хорӗ, районти культура ҫуртӗнчи тата вырӑнти артистсем юрланӑ. Ларекра тавар сутакансем чӑвашла юрланисӗр пуҫне сцена ҫинче пӗр чӑваш юррине те илтмен Виктор Аванмарт.

Шкулсенче чӑваш чӗлхине хальхи пек пӗчӗк шайра вӗрентни наци туртӑмӗнчен пистерекен прививкӑпа тан тесе шухӑшлать вӑл.

#чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #шкулсем, #вӗренӳ, #культура, #Чӗмпӗр, #Ялавӑр

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.idelreal.org/a/29154063.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1742.55.2346
2018.04.09 20:50
Agabazar
Аха, чăвашла пач! вĕрентменнинчен лайăхраххи ним те çук. ))

"Ноль" пулмалла имĕш.
Хамар ял // 1267.4.4136
2018.04.10 00:39
Телентермеш интервью. Чемпер тарахенче чавашсене хаварт ассимиляцилессе. Тунсахла... Тата весен обл. чаваш нац.-культура автономийе мен тавать? МИХсенче унта весен пуслахе имеш хастар тесе сырассе. Анчах, ку ячешен кана мар-и? Вал "Перлехре Рассей" партийен сынни пулмалла. Пелтер ана ЧНК вице-президент пулма суйларес те... Хастар петсе пырассе-и?
Ваҫҫа // 4240.30.2122
2018.04.10 22:00
"1989 ҫулта ҫак ҫын Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен И.Я. Ульянов ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществине йӗркеленӗ" - тени тӗрӗсех мар - В. Егоров кӑна ӑна йӗркелемен, вӑл та ыттисемпе ҫав ӗҫе хутшӑннӑ. Ҫак ҫутӗҫ обществине йӗркелес ӗҫре И.С. Кирюшкинӑн тӳпи пысӑкрах. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kich_0_0000131.pdf
«Idel.Реалии» сайтра В.Аванмарт ҫинчен анлӑ, сарса ҫырса кӑтартнӑ пулсан та паян ҫавна ҫеҫ калама пулать: юлашки ҫулсенче Виктор Аванмарт чӑвашлӑх ӗҫӗсенчен сивӗнни, айккине пӑрӑнни уҫӑмлӑн курӑнать.

владимир // 3957.56.0551
2018.04.24 23:25
Хаклă чăвашсем, каçарăр та, анчах та начар вĕрентнинчен чăнах та вĕрентменни лайăхрар мар-ши тесе шухăшларăм та-ха -эсир тата хирĕç мĕн калăр - ши? Мĕншĕн тесен, музыка -кĕвве верентес ĕçре çакă пулăм тĕрĕсе килсе тухать. Ачасем урокра тÿрех ăнкартаççĕ вĕрентекенĕн шайне: çÿлĕ-и вăл, е аял- и. Пĕр йăнăш кăна илтчĕр вĕсем вĕрентекенĕн вылявĕпе юрланинче - "вçо", текех ун пек йышшин итлевĕ те пулмасть ачасен енчен, урокне пыракансен йышĕ те сахалланать вара. Директор та ним те тăвайман тĕслĕхсем те сахал мар. Пулăшайманни. Чăваш чĕлхипе вĕрентекен те, хăй пĕр сăвă та пăхмасăр калаймасть пулсан, мĕн кĕтмелле-ши унран?!
Конми // 3114.57.8902
2018.08.24 22:56
Пархатар тени кирлех пире. Пасарта туянма ҫук ӑна. Тӗрӗс ыйту тапратать вӑл. Ӗҫе ячӗшӗн ҫеҫ тумаҫҫӗ. сехет шучӗ, вӗрентӳ хатӗрӗсем, путлӗ программапа учебниксем, ятарлӑ хатӗрленнӗ вӗрентейсем ҫук пулсан, ку - тӑван чӗлхерен мӑшкӑлани пулать..Кун пекиине 50мӗш ҫулсенчех куртӑм. Тӑван чӗлхе урокӗсене "ирттерме" ялти вырӑс предметиксене те паратчӗҫ шалу сахал пуласран. Макаронлӑ чӗлхеллӗ вӗрентей йышланчӗ. Тулайран анчах мар, хамӑр шкулсемпе ача сачӗсемвалли те кадрсем кирлӗ тесе заявка пама пӑрахрӗҫ. 58мӗш ҫултан РЧОсем тухрӗҫ ЧППИрен. ЧПУ уҫсан ЧППИрен ЧО катӗртрӗҫ.31ҫул каялла аранах ӑна калла тавӑрттарма май килчӗ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем