Ӗнер хыпар ҫитрӗ, Ялавӑрта (Чӗмпӗр облаҫӗ) иккен Алексей Ургалкинӑн палӑкне уҫнӑ. Чаплӑ япала — хамӑрӑн паллӑ ҫынсене асра тытма кунашкал бюстсем тем тесен те питӗ кирлӗ. Уйрӑмах вӗсен тӑван ялӗсенче. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ сӑваплӑ ӗҫ туса ирттернӗ, Олег Мустаева ҫакӑншӑн пысӑк тав сӑмахӗ каламалла.
Ҫавах та пӑшӑрханмалли те ҫук мар. Темшӗн бюстӑн постаментӗнчи ҫыпӑҫтарнӑ чул ҫине сӑмахсене вырӑсла кӑна касса хунӑ. Вырӑнти чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырма вӑтаннӑ пуль терӗм те автономи ертӳҫи эп йӑнӑшни пирки каларӗ: «Микула тусӑм, чиновниксемпе ҫапӑҫса халтан кайрӑм ирӗк памарӗҫ. Эпир чӑваш республикинче мар терӗҫ», — хуравларӗ (орфографине сыхласа хӑварнӑ /WhatsApp-па ҫыхӑнса, ҫавна май орфографи ҫине тӑрӑнмасан та юрӗ. Тӗллевӗ кунта — информацие ман пата мӗнле ярса панӑ ҫавӑн пекех сире тивӗҫтересси/ — Авт.).
Чӑн та Чӗмпӗр облаҫӗ Чӑваш Республики мар. Анчах та ку пӗрре те чӑваш чӗлхипе усӑ курма чӑрмав кӳмелле мар пек.
Иртнӗ шӑматкун, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, кӳршӗри Чӗмпӗр облаҫӗнче савӑнӑҫлӑ уяв туса Ургалкин Алексей Константинович бюстне уҫнӑ. Ку ӗҫе облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ. «Пулӑшакансене пурне те пысӑк тав!» — тесе пӗлтерчӗ автономи ертӳҫи Олег Мустаев.
Бюст ҫине «Ургалкин Алексей Константинович. Народный артист СССР. Родился 30 марта 1910 г. в селе Елаур. Выдающийся деятель чувашской культуры» тесе ҫурнӑ.
Ургалкин Алексей Константинович, — пӗрремӗш чӑваш артисчӗсенчен пӗри. Вӑл 1910 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче халь Сенгилей районне кӗрекен Ялавӑр ялӗнче ҫуралнӑ. 1931–1932 ҫулсенче Магнитогорскри Ӗҫлӗ ҫамрӑксен театрӗн студинче пӗлӳ пухнӑ. 1936 ҫулта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, унта вӑл мӗн виличчен хӑйӗн пултарулӑхӗпе халӑха савӑнтарнӑ. 1981 ҫулта Шупашкарта вилнӗ.
«Idel.Реалии» сайтра чӑваш наци юхӑмӗн 90-мӗш ҫулсенчи хастарӗпе Виктор Егоровпа интервью пичетленнӗ. 1989 ҫулта ҫак ҫын Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществине йӗркеленӗ, ӑна хӑех темиҫе ҫул ертсе пынӑ.
Виктор Аванмарта халӗ художник тата скульптор евӗр пӗлеҫҫӗ. Хушма ятӑн пӗлтерӗшне тавҫӑрма йывӑр мар: аван + мар + арт (ӳнер).
Виктор Ааванмарт чӑваш наци уявӗсене епле ирттернине те каласа кӑтартнӑ. Пӗлтӗр вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ялавӑрта Акатуйра пулнӑ иккен. Уявра казаксен хорӗ, районти культура ҫуртӗнчи тата вырӑнти артистсем юрланӑ. Ларекра тавар сутакансем чӑвашла юрланисӗр пуҫне сцена ҫинче пӗр чӑваш юррине те илтмен Виктор Аванмарт.
Шкулсенче чӑваш чӗлхине хальхи пек пӗчӗк шайра вӗрентни наци туртӑмӗнчен пистерекен прививкӑпа тан тесе шухӑшлать вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ. | ||
| Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |