Турцире Пӗтӗм тӗнчери «Miss Apollon 2018» илемӗх конкурсӗ иртет. Унта Чӑваш Енри чиперуксем те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем ытти ҫӗршыв пикисемпе ҫак ята тата коронӑна тивӗҫессишӗн тупӑшӗҫ.
Тӗнче шайӗнчи конкурс кастингӗ витӗр Чӑваш Енри темиҫе пике тухнӑ. Финал Турцири Дидим хулинче ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртӗ. Пирӗн модельсем унта ҫитсе отеле вырнаҫнӑ ӗнтӗ, финала хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ.
Палӑртмалла: Турцие Александра Николаева, Евгения Матвеева, Ванесса Васильева тата Марина Панова кайнӑ. Вӗсем Шупашкарти «Волга Моделис» модель агентствинче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Пикесем Турцие хӑйсем тӗллӗн кӑна кайман, педагогӗсем те пӗрле пынӑ.