Чӑваш Енре миграци службинче вӑй хунӑ хӗрарӑм ӗҫ вырӑнӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ҫав хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче вӑл суя акт хатӗрленӗ, унта ют ҫӗршыв ҫынни тӑванӗн авариллӗ ҫуртӗнче пурӑннине кӑтартнӑ. Чӑннипе вара хӑлтӑр-халтӑр пӳртре унӑн хуҫи те, тӑванӗ те кун кунламан.
Халӗ следстви пырать, следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.