Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тутарстанри чӑваш ачи «Наци пукани» конкурса хутшӑнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 10.05.2018 19:56 | 1658 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Тутарстанри Ҫырчалли хулинче пурӑнакан халӑхсен хӗрачисен «Наци пукани» пултарулӑх конкурсӗ кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш ҫул иртӗ. Ку проект кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче «Наш дом Татарстан» (чӑв. Пирӗн кил Тутарстан) форумра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Вӑл тӑрӑхри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн тӗп титулӗшӗн хальхинче 16 хӗр пӗрчи тупӑшӗ. Вӗсем тӑван чӗлхене, культурӑна мӗнле пӗлнине кӑтартӗҫ. Чӑвашсенчен наци чысне 11 ҫулти Анастасия Жукова хӳтӗлӗ.

«Настя питӗ маттур хӗрача, хулари чӑвашсен «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ ҫумӗнчи ачасен «Пукане» ансамбльне ҫӳрет. «Чӗкеҫ» ансамбль ертӳҫи Елена Кондюкова пӗлтернӗ тӑрӑх, Настя конкурса чӑвашла-вырӑсла визитка хатӗрлет, чӑваш ташшине ташлӗ тата «Икӗ автан» юрӑ юрлӗ. Виҫҫӗмӗш конкурсра ӑна «Пукане» ансамбль те пулӑшӗ», —.

Финал ҫу 20-мӗшӗнче Ҫырчаллинчи «Ҫӑлкуҫ» туслӑх ҫуртӗнче иртӗ.

#Ҫырчалли, #Тутарстан, #ачасем, #конкурссем, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4067.85.4203
2018.05.10 22:48
Agabazar
Васпачи! Кунта та "Чыс" пирки сăмах пырать-няк? Мĕнле "чыс"?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем