Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: «Хыпар» издательство ҫурчӗпе «Тӑван Ене» пӗрлештересшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 28.05.2018 18:44 | 1812 хут пӑхнӑ
Республикӑра

«Хыпар» издательство ҫурчӗпе Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫата пӗрлештересшӗн. Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин йышӑну проектне (ӑна хатӗрленӗ чух ведомство ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви ятлах пулнӑ-ха) Чӑваш Енӗн нормативлӑ право акчӗсен порталне ӗҫлӗ хута ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.

Реорганизаци, министерствӑри тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тупӑшлӑрах ӗҫлеме май парӗ. Унта ертӳҫӗсен йышне чакарсан ҫулталӑкне 716 пин те 785 тенкӗ те 37 пус перекетленӗ.

Укҫа-тенкӗ тенӗрен, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне «Хыпар» издательство ҫурчӗн кулленхи кредитор тӑкакӗсем (вырӑсла каласан, текущая кредиторская задолженность) 3 млн та 930 пин тенкӗпе танлашнӑ, «Тӑван Енӗн» — 171 пин тенкӗпе.

Сӑмах май, «Хыпар» издательство ҫурчӗ хальхи вӑхӑтра вунӑ ытла тӗрлӗ хаҫат-журнал кӑларать. Вӗсенчен хӑшӗсем ҫӗршывӗпех саланаҫҫӗ.

#укҫа-тенкӗ, #Цифра аталанӑвӗн министерстви, #МИХсем, #йышӑнусем, #Шупашкар районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Шупашкар районĕсем // 3565.86.2581
2018.05.28 22:34
Япăх, япăх хыпар ку. Ниушлĕ Шупашкар район пуçлăхĕ пулнă Игнатьев, Патшалăх канашĕнчи Шупашкар район депутачĕсем Агоровăпа Рафинов çакна тума ирĕк парĕç?
Камăн инициативи-ши ку - Вашуркинан е "Тăван Енĕн"?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем