Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпартакан «Артек» организацие прокуратура ҫине тӑнипе штрафланӑ.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-служби паян пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ организаци район администрацийӗн ун чухнехи пуҫлӑхне Георгий Егорова 330 пин тенкӗ укҫа панӑ иккен. Ҫакӑ 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Кӗмӗле вӑл нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартма уйӑрса паракан ҫӗр хуҫине палӑртмалли конкурсра ҫӗнтерессишӗн тӳленӗ имӗш.
Киревсӗр тӗллевпе укҫа панӑшӑн район прокурорӗ РФ Административлӑ право кодексӗн статйипе килӗшӳллӗн «Артек» тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакна судра пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ӑна 500 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Аса илтерер, 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче суд Георгий Егоров айӑплӑ тесе йышӑннӑччӗ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑччӗ, 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗччӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ.