Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче пурӑнакансем Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин патне видеоҫыру хатӗрленӗ. Ӑна «Контрактра» халӑх тетелӗн «МБОУ «Карачуринская ООШ» Чебоксарского района» (чӑв. Шупашкар районӗнчи «Карачурари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул» муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗ) страницӑра ҫӗркаҫ вырнаҫтарнӑ.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ялти шкул ӗмӗрӗ пӗр ӗмӗртен иртнӗ, унӑн тӑрӑмӗ питех те начар. Йывӑҫ стенасем ҫӗрӗшнӗ, никӗс ишӗлет. «Республикӑри тата вырӑнти ертӳҫӗсем пире валли ҫирӗм ҫул ытла ӗнтӗ ҫӗнӗ шкул туса параймаҫҫӗ. Проект документацийӗ хатӗр, анчах укҫа-тенкӗ ҫук. Стройкӑна икӗ хут та пуҫарнӑ, анчах вӑл кашнинчех чарӑнса ларнӑ. », — тесе пӗлтернӗ видеоҫырура. Шкулта тӗрлӗ шайри тӳре-шара пулнӑ иккен, анчах лав вырӑнтан хускалман.