Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: Mozilla чӑвашсен сассисене пухать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.06.2018 16:34 | 2216 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ

Нумай пулмасть Mozilla браузера хатӗрлекенсем ҫӗнӗ хатӗре хута янӑ — унӑн ячӗ «Common Voice». Тӗллевӗ ҫав тери пархатарлӑ — тӗрлӗ халӑхсен сассисене пухса вӑл базӑпа усӑ курса тӗрлӗ программӑсене сасӑлама май туса парасси. Пухӑннӑ сасӑсемпе кашни программҫӑ усӑ курма пултарӗ.

Ытти чӗлхесемпе пӗрлех ку хатӗрте чӑваш чӗлхи валли те вырӑн тупӑннӑ. «Хавал» ушкӑн асӑрханӑ тӑрӑх Раҫҫейри чӗлхесене илес пулсан виҫӗ чӗлхе ҫеҫ хальлӗхе кӗме пултарнӑ — чӑваш, вырӑс тата тутар чӗлхисем.

Common Voice туллин ӗҫлесе кайтӑр тесен пухмачра пин ытла ҫырса илнӗ сасӑ кирлӗ — пӗчӗккисен те, аслисен те, ваттисен те. Литература чӗлхипе калаҫакансен сассисем те кирлӗ, вырӑнти калаҫуллисен те — турисен, анат енчисемпе анатрисен.

Ку проекта пурнӑҫ пама кашни ҫын хутшанайрать. Ҫав шутра — эсир те. Ятарлӑ каҫӑпа куҫмалла та проект сӗнекен пуплевӗшсене (предложенисене) микрофонпа усӑ курса сасӑламалла. Ку пӗрре те йывӑр ӗҫ мар. Кашни пӗр вунӑ пуплевӗш сасӑласан ҫак сасӑ пуххи самай пуянланса юлӗ.

Ку проектпа тӗплӗнрех «Хавал» уйлӑхра паллаштарӗҫ. Вӑл яланхи пек кӑҫал та «Сурские зорит» (чӑв. Сӑр шурӑмпуҫӗ) кану базинче иртӗ. Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пуҫланӗ те 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

#чӑваш чӗлхи, #пулӑшу, #браузерсем, #тӗнче тетелӗ, #ниме

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем