Паян каллех ҫил вӑйланнӑ, Шупашкарта самай алхаснӑ. Вӑл хӑш-пӗр япалана илсе ывӑтнӑ, йывӑҫсене тӳнтернӗ. «Про Город» хаҫат сайтӗнче ҫынсем Шупашкарта вӑйлӑ ҫил хыҫҫӑнхи сӑнӳкерчӗксене вырнаҫтарнӑ.
«Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ патӗнче йывӑҫ хуҫӑлса аннӑ. Граждан урамӗнчи 62\1 тата 64-мӗш ҫуртсен ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап контейнерне вӗҫтернӗ. Кадыков урамӗнчи 24-мӗш ҫурт патӗнче те йывӑҫ тӳнсе аннӑ. Вӑл хӗрарӑма кӑштах лекнӗ, унӑн ҫулне пӳлнӗ.
Ытти чухне МЧС япӑх ҫанталӑк пулассине систерсе телефон ҫине СМС-ҫыру яраканччӗ. Чылайӑшӗн паян кунашкал СМС килмен. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫил вӑйланиччен темиҫе минут маларах кун пирки пӗлтернӗ-ха.