Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Пилӗк уйӑхри ачине пульницӑра вӗлернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.08.2018 22:06 | 2476 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ҫывӑх вӑхӑтра 45 ҫулти хӗрарӑма явап тыттарӗ. Пуҫиле ӗҫе унта ярса панӑ.

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче усалланнӑ. Ун чухне вӑл пилӗк уйӑхри тӗпренчӗкӗпе пульницӑра сипленнӗ. Ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче ачана вӗлернӗ.

Пепки ҫине алӑ хума ҫемьере укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманран тата ачи чирлӗ пулнӑран шухӑш тытнӑ-мӗн. Пӗчӗк ачан пилӗкмӗш теҫеткене ҫывхаракан амӑшӗ депрессие кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.

Пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпченӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе вӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 105 статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе ӗҫ пуҫарнӑ май хӳтлӗхсӗррине пӗлсе тӑрса пӗчӗк ачана вӗлернӗшӗн явап тыттарасшӑн.

#тӗпчевҫӗсем, #прокуратура, #ачасем, #пульницӑсем, #сывлӑх, #пӑтӑрмахсем, #судсем, #пуҫиле ӗҫсем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем