Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха районӗнче пурӑнакан арҫын арӑмӗн ашшӗне вӗлернӗ. Ҫилле тытса чырайманшӑн, алла ирӗке янӑшӑн унӑн ҫирӗп режимлӑ колонире ҫичӗ ҫул кирпӗч шутлама тивӗ.
44 ҫулти вӑй питти тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпченӗ. Арҫын тыткаларӑшне вӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе хакланӑ. Ку статья — ҫын вӗлернӗшӗн явап тыттараканни.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Ҫав кун арҫын 67 ҫулти хуяншшӗпе унӑн ҫуралнӑ кунне уявланӑ. Ҫамрӑккипе асли унччен те пӗр ҫӑвартан пурӑнман теҫҫӗ. Кӑмӑл-туйӑма ҫӑварлӑхлама эрех ӗҫсен пушшех йывӑр. Тавлашу вӑхӑтӗнче кӗрӳ алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ, хуняшшӗне кӑкӑр тӗлӗнчен яшлаттарнӑ. Кӑштахран арҫын вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене ҫамрӑкки хӑех систернӗ.