Чӑваш Енри пушар хуралӗн ӗсченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри хӑш-пӗр вӗренӳ учрежденийӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр мар.
Ҫӑлавҫӑсем 439 шкулпа 340 ача пахчине, аслӑ пӗлӳ паракан 14, вӑтам ятарлӑ пӗлӳ паракан 27 заведенине, тӑлӑх ачасен 3 центрне тата хушма пӗлӳ паракан 104 организацие шута илнӗ.
Пушар надзорӗ мӗнпур организацирен 859-шне, е 93 процентне, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗр тесе йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 257 кӑлтӑк тупса палӑртнӑ, должноҫри 80 ҫынна явап тыттарнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр маррисем — ҫичӗ организаци. Ҫавсен шутӗнче — Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Маленькая страна» (чӑв. Пӗчӗк ҫӗршыв) 1-мӗш ача пахчи, Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул, Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкул, Муркаш районӗнчи Шомикри вӑтам шкул, Улатӑрти 2-мӗш вӑтам шкул тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш вӑтам шкул.
Ҫӗмӗрлери 2-мӗш вӑтам шкулта юсав ӗҫне юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне ҫес вӗҫлӗҫ. Унччен ачасем урӑх шкулсене ҫӳрӗҫ.