Шупашкар районӗнче 2020 ҫул тӗлне чӑх каяшне тирпейлекен савут хута ярасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кун валли 270 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Шупашкар районӗнче тата Шупашкарта пурӑнакансем «Юрма» предприятинчен сарӑлакан каяш шӑрши тӗлӗшпе нумай шавлаҫҫӗ. Хапрӑка хупмалла тесе петици ҫыракансем те тупӑннӑччӗ.
Паян Шупашкар районӗнчи «Юрма» агрохолдингра Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пулнӑ. Предприятин ертӳҫи Владимир Ермолаев савут валли ҫӗре ятарлӑ тӗллевпе куҫарнӑ. Ӗҫе пуҫӑнма ҫак эрнере район администрацийӗнче ирӗк илме ӗмӗтленеҫҫӗ.
Савут кайӑк-кӗшӗк тислӗкне тирпейлесе гранула кӑларма тытӑнӗ.