Севастополь хулинче Чӑваш Енри пураран чиркӳ хӑпартаҫҫӗ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Крым Республикинчи тата Севастопольти пайташӗ Андрей Яковлев паян пӗлтерчӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин хастарӗсем Гурий ҫветтуй храмӗнче пулнӑ. Чиркӗве Севастополе хӳтӗлесе пуҫ хунисене асӑнса тума пуҫланӑ.
Чиркӳ хӑпартакансемпе Севастопольти чӑвашсен «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ те (ӑна Мариной Громенко ертсе пырать) хутшӑннӑ. Унти чӑвашсен наципе культура обществин ертӳҫи Любовь Тавлуй чӑваш чӗлхине, наци йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗлӗшпе асӑннӑ тӑрӑхра туса ирттерекен ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Чиркӗве Чӑваш Енри Роман Чернов, Николай Маркелов, Григорий Тигинов, Григорий Афанасьев, Владимир Апраксин строительсем хӑпартаҫҫӗ.
Хамăр ял // 3283.57.6815
2018.10.11 15:50 | |
Чăвашсем - чи хастар вырăссем... | |
Памук // 3684.3.3496
2018.10.13 20:28 | |
Чиркӳрсем нумай лартрӗҫ ӑнланмансем, пуҫпа шутлама пӗлменсем... |