Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Республика тулашӗнчи чӑваш ялӗсем. Ҫӑлкуҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Agabazar 22.10.2018 09:18 | 7178 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Кӳршӗре

Ҫӑлкуҫ ялӗнче.

Ҫӑлкуҫ чӑваш ялӗ ҫутҫанталӑкӑн тӗлӗнмелле кӗтесӗнче, Самар кукринче вырнаҫнӑ. Самар облаҫӗнчи Ставрополь районӗ. Жигули тӑвӗсенчен кӑшт кӑнтӑрарах. Мӗн-ха вӑл "Ставрополь" тени? — Тольятти хулине ӗлӗк ҫапла каланӑ. Хула ятне катертсе улӑштарнӑ, анчах та вӑл ун таврашӗнчи район ятӗнче упранса юлнӑ.

Ҫӑлкуҫсӑр пуҫне кунта тата тепӗр виҫӗ чӑваш ялӗ: Хурниҫ ("Хурӑн йывӑҫ" теничен тухнӑ), Хурамал, Лбище (чӑвашла адаптациленнӗ е пачах та урӑхла ят пуррипе ҫукки паллӑ мар). Ҫапла вара паянхи куна мӗнпурӗ тӑватӑ ял пулса тухать. Вӗсем пурте пӗр тӗлеллех, пӗр-пӗринчен аякра мар.

Ҫӑлкуҫ ялӗнчи шкулта 1990-мӗш ҫулсенче кӑштах чӑваш чӗлхи те вӗрентсе пӑхнӑ. Александр Владимирович Федоров пулнӑ ун чухне шкул директорӗ. Чӑвашла вӗрентекенӗ те хӑех пулнӑ пулмалла. Халӗ шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентме пӑрахнӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ А.В.Фёдоров шкулта физкультура вӗрентет, спорт секцине ертсе пырать. Манӑн ҫӑлкуҫсем тӑрӑх, вӑл юридици пӗлӗвӗллӗ педагог, Оренбург енчен тухнӑ чӑваш. Мӗншӗн чӑваш чӗлхине вӗрентессине сыхласа хӑварма май пулман? Ҫакнашкал ыйту лартсан пирӗн "Улӑпсем", "Чӑн Чӑвашсем", "Хӑватлӑ Чӑвашсем", "Вӑта Юпасем", "Халӑх Мухтавӗсем" тӳрех ак ҫаплалла ҫавӑрттарма-юптарма пуҫлаҫҫӗ: хамӑр начар имӗш, хамӑртан пиҫмест имӗш! Ӑҫтан кӑна совӗҫ ҫитет пулӗ ҫапла каламашкӑн? Э-эх!

Чӑннипе вара, паллӑ ӗнтӗ, вӗрентӳ тытӑмне тытса пыраканни чӑваш халӑхӗ мар. Чӑваш чӗлхине чӑннипех, ним шахвӑртмасӑр-чееленмесӗр, малалла та вӗрентес кӑмӑл пулнӑ пулсан, ку ырлӑх паян та пулатчех! Темле нимле сирсе ярайми тата тымарсенчен килекен чӑрмавсем кунта ҫук.

Эппин, курӑр паянхи Ҫӑлкуҫ халӑхне. Тав турра, Тетелти ютубра тивӗҫлӗ видеосем пур. Ак вӗсенчен пӗри (Ҫӑлкуҫ ачисем ташлаҫҫӗ):

Кунашкал видео тепӗр тӗлте те пур.

Нумаях пулмасть Ултияр (Олег Цыпленков) "Чунҫӳрев—2018" ирттерчӗ. Вӗсем хайхи Ҫӑлкуҫра та ҫула май пулса курнӑ. Ҫавна май Тетелти ютуба ак ҫакнашкал видео кӑларса хунӑ:

Чӑваш чӗлхине сыхласа-упраса хӑварасси пит ансат пек: калаҫмалла тӑван чӗлхепе! Урӑх ним те кирлӗ мар! Калаҫсан — чӑваш чӗлхи пур! Калаҫмасан — чӑваш чӗлхи ҫук! Ансатти ансат та ҫав, анчах ҫав ансат япала паянхи пурнӑҫра чи йывӑр, чи хирӗнӗҫлӗ ӗҫ шутланать! Чӑвашла калаҫса пурӑнасси, ҫичӗютсем хуть те мӗн шавласан та, ҫӑмӑллӑн килекенскер мар. Питӗ йывӑрпа килет....

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Самар облаҫӗ, #Ҫӑлкуҫ, #кӳршӗре, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2018.10.22 21:49
Акапасар, улталама кирлĕ мар, пире чăвашла калаçма никам та чаракан çук. Лбище пирки: Чапаевăн дивизине Лбищенск хули çывăхĕнче тĕплеççĕ Троцкий хĕтĕртнипе.
Agabazar // 5936.571
2018.10.23 00:28
Agabazar
Чармаççĕ, чармаççĕ, хырăму çурăлса тухиччен калаç чăвашла, — ыттисене те çаплах калаçтар!
2018.10.23 19:10
Мана çеç мар, сире те чаракан çук е сирĕн çăварăра хуплаççĕ е пăкă чикеççĕ?
Agabazar // 3650.29.5923
2018.10.24 11:49
Agabazar
В.В.Путин патне Тав Çырăвĕ яр: "Чăвашла калаçакансене йĕрки-йĕркипе персе пăрахманшăн чĕререн тав тăватпăр...."

Чăваш Патшалăх канашĕнче Геннадий Данилов депутат пур. Хушăран-хушă парламентра чăвашла та калаçкаланă çын. Темле комисси пуçлăхĕн çумĕччĕ. Тулевлĕ ĕç вырăнĕ. Халь çавна çав вырăнтан "темшĕн" сирпĕтнĕ. Кун пирки СМИсем çырса пĕлтерчĕç.

Мĕншĕн ытти депутасем Путин ырлăхĕпе усă курмаççĕ, парламентра чăвашла калаçмаççĕ? Аскольда депутата суйлас, вара вăл парламентра яланах чăвашла калаçĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем