Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Альбина Егорова граждансене йышӑннӑ. Ун патне пынисенчен виҫҫӗшӗ — кредит потребитель кооперативне укҫа хывса кӗмӗлсӗр юлнисем.
Юлия Долгова тата Ольга Григорьева пенсионерсем укҫана «Сберегатель» (чӑв. Перекетҫӗ) кредит потребитель кооперативне шаннӑ, Римма Матвеева – «Первая городская сберкасса» (чӑв. Пӗрремӗш хула касси) КПКна. Йышӑнӑва пынисем ӗнентернӗ тӑрӑх, кредит кооперативӗсен хуҫисем ӗҫлеҫҫӗ, анчах — урӑх организацисенче, урӑх ятпа.
Альбина Егорова вӑл организацисем патшалӑхӑн маррине, ҫавӑнпа укҫана шыраса илме хӗн икенне пӗлтернӗ. Укҫана хывнӑ чух тӑвакан килӗшӗве тӗплӗн вуламасӑр алӑ пусни право хуралӗн ӗҫченсене те ура хурать.