Ашшӗн йӑнӑшне пула пӗчӗк ача эмелпе наркӑмӑшланса пульницӑна лекнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах Шупашкарта раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулнӑ.
Арҫын виҫҫӗри ачана аслисен сӑмсине ямалли эмеле тумлатнӑ-мӗн. Эмелпе наркӑмӑшланнӑ шӑпӑрлана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пӗчӗкскер сӑмсана тумлатмалли эмелпе наркӑмӑшланнине ҫирӗплетнӗ.
Халӗ ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Шел те, ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кунашкал тӗслӗхсем тӗл пулкалаҫҫӗ. Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ: аслисен эмелне ачан сӑмсине туматмалла мар.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Тӑвай районӗнче 2-ри ача аслисен эмелне ӗҫсен наркӑмӑшланса вилнӗ.