Етӗрне районӗнчи Ирҫе ялӗнче пурӑнакансен сехри хӑпнӑ. Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле пӗр хуҫалӑхра темӗнле чӗрчун 5 качакана пӑвса вӗлернӗ.
Ку хыпара «Про Город» хаҫата ялта пурӑнакансем пӗлтернӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫак чӗрчун сахалтан та 10 хуҫалӑха шар кӑтартнӑ. Хальхинче кил хуҫисем ирхине витене тухнӑ та вилнӗ качакасене курнӑ. Мӑйӗсем ҫинче шӑл йӗрри пулнӑ, алӑк ҫинче те чӗрне йӗрри палӑрнӑ.
«Темӗнле чӗрчун ҫӗрле темиҫешер сурӑх, чӑх, кӑвакал, кролик пӑвса вӗлернӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав чӗрчунӑн хыҫалти ури вӑрӑм. Вӑл сахалтан та 10 хуҫалӑхри чӗрчунсене тапӑннӑ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ Дмитрий.
Ял халӑхӗ кун пирки ял тӑрӑхӗн администрацине кӑна пӗлтернӗ.