Чӑваш Енре кӑҫал пуҫтарса кӗртнӗ ҫӗр улмин пысӑк пайне республикӑри виҫӗ районта туса илнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин инноваци, отрасль аталанӑвӗн тата ҫӗр ӗҫӗн пайӗ пӗлтерет.
Ҫӗр улми туса илессипе тӑван республикӑмӑр кӑҫал федерацин Атӑлҫи округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Асӑннӑ культурӑн калӑпӑшӗпе пирӗнтен Чулхула облаҫӗ тата Тутар Республики ирттернӗ. Кунта сӑмах ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе пысӑк фермерсем пирки пырать.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче иккӗмӗш ҫӑкӑра 142,5 пин тонна туса илнӗ. Тухӑҫ гектартан вӑтамран 185,1 центнер тухнӑ.
Республикӑра туса илнӗ мӗнпур ҫӗр улминчен 44,5 проценчӗ Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски районӗсене тивет.