Чӑваш Енри хӑш-пӗр районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑчӗ-ха. Чирлӗ чӑхсемлӗ территорисенче карантин тесе те йышӑнчӗҫ. Ун пеккине ҫак эрнере Ҫӗрпӳ хулинче те палӑртнӑччӗ. Чирлӗ чӑхсемлӗ хуҫалӑхсенче ҫеҫ мар, ҫывӑхри территорисенче те чир сарӑласран асӑрханмалли мерӑсем йышӑннӑччӗ.
Сӑмах май, чир Чулхула облаҫӗнчен сутма илсе килнӗ чӑх-чӗп урлӑ ҫакланма пулатрнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Апла-и, капла-и, халӗ тӗп тӗллев — кайӑк-кӗшӗк грипне малалла сарӑлма чарасси.
Комсомольски тата Патӑрьел районӗсенче чирлӗ чӑхсене тата вӗсен ҫӑмартисене халӑхран пуҫтарма тытӑннӑ. Кайӑк-кӗшӗке тата ҫӑмартана утилизацилӗҫ.
Чирлӗ чӑхпа унӑн ҫӑмартишӗн хыснаран укҫа тӳлеме пӑхса хӑварнӑ. Пӗр килограм чӗрӗ виҫешӗн 55 тенкӗ те 60 пус саплаштарӗҫ, 10 ҫӑмарташӑн — 29 тенкӗ те 70 пус.