Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Концерт мар ку, укҫа сӗпӗрсе ҫӳрени кӑна»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 09.01.2019 18:52 | 2316 хут пӑхнӑ
Культура

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Алёшкин-Саплӑк ялӗнче иртнӗ Сергей Лекеров тата Адюковпа Павлов концерчӗ иртнӗ-мӗн. Кун пирки «Сувар» хаҫат «Киремет» пӗлтерни тӑрӑх ҫырса кӑтартнӑ.

«Каҫарӑр та, «концерт мар ку, укҫа сӗпӗрсе ҫӳрени кӑна», 100%!!! Ташлас текен ҫамрӑксене нумай кирлӗ мар, паллах, хӑть те мӗнле тринкки-тринкки пулсан та каять», — хурланӑ унта.

Концертра шӑрантарнӑ юрӑсенчен ҫурри ытла хӑйсен юррисем мар иккен. Фонограмма янӑратни те килӗшмен. Нимӗнле программа та пулман-мӗн. Кашни 2 юрӑ юрлать те: «Сирӗн умӑрта...» тесе сцена хыҫне кӗрсе кайнӑ.

Павлов юрлани те килӗшмен. «Ун пек кӑна хам та юрлаятӑп», — тесе ҫырнӑ концертра пулни.

Автор палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсене ҫав тери ухмах вырӑнне хуни тӗлӗнтернӗ те, ҫиллентернӗ те.

#Ҫӗпрел районӗ, #МИХсем, #Тутартсан, #культура, #Алёшкин-Саплӑк

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4084.11.4722
2019.01.10 12:45
Agabazar
Артистсем чӑваш ялӗсене укҫа ҫапмалли вырӑн пек ҫеҫ курма тытӑнчӗҫ пулмалла.
Саплӑксемпе калаҫаймастӑн, вӗсем хӑйсем тӗллӗн "Нарспи" мюзикл та лартма пултарнӑ!
Микулай Павловски // 4200.72.8419
2019.01.12 19:24
Ай-яй-яй!..Юрласан - юрлӑр, мӗн силленсе ҫӳреттӗр?! Адюков, Павлов...Ӑҫта ҫитсе пыратпӑр?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем