Кӑшарнире, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Етӗрне хулинче «Kia Rio» ҫӑмӑл автомобиль икӗ хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ та тарса ҫухалнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн 79 ҫулти хӗрарӑмӑн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ, тепӗр хӗрарӑма пульницана илсе кайнӑ. Авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ водителе тупса палӑртма май килнӗ: вӑл Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин вырӑнти полици уйрӑмӗн ӗҫченӗ иккен. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев пырать. 41 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхи Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Етӗрне районӗнчи уйрӑмӗн ӗҫченне должноҫран кӑларнӑ, тытса чарнӑ. Унӑн пуҫлӑхӗсене вара дисциплина тӗлӗшӗнчен ҫирӗп явап тыттарма йышӑннӑ.