Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм «Про Город» редакцие йӑтӑнса аннӑ балкона сӑн ӳкерсе ярса панӑ. Тӗрӗсрех каласан, балконӑн ҫӳлти пайӗ юр йывӑрӑшне чӑтаймасӑр ӳкнӗ, аялти пайӗ вырӑнтах юлнӑ.
Хӗвел урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра 5-мӗш хутра пурӑнакан пӗр ҫыннӑн балконӗ ку. Камӑн айӑпӗпе пулнӑ ку? Ҫак ҫурта пӑхса тӑракан управляющи компанийӗ айӑпа хваттер хуҫи ҫине йӑвантарать, вӑл юра вӑхӑтра тасатман-мӗн.
«5-мӗш хутри балкон рами тата козырекӗ ҫурт проектне кӗмен. Ҫынсем ӑна хӑйсем туса лартнӑ. Ахӑртнех, козырека кирлӗ пек вырнаҫтарман, ҫавӑнпа юр унтан ӳкмен. Балкон рами кивӗ пулнӑ, юр йывӑрӑшне чӑтайман. Ҫак конструкцие тунӑ хуҫан юра хӑйӗн тасатмалла», - ҫапла ӑнлантарнӑ ЖКХ управляющи компанийӗ» ҫурт-йӗр фончӗн эксплуатаци пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Кашуба.