Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Чӑваш халӑх сайчӗ — ирӗклӗ площадка

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.03.2019 20:44 | 14042 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Политика

Чӑваш халӑх сайтне эпӗ ирӗкӗ площадка пек куратӑп. Ҫавна май ман принцип: килӗшеҫҫӗ-и хама ҫыраканӑн шухӑшӗсем е ҫук — эп лартмаллах тесе шутлатӑп. Теприсем манпа килӗшесшӗнех мар — ҫав-ҫавах пур материал та пичете юрӑхлӑ пулма пултараймасть теҫҫӗ.

Вырнаҫтарма чаракан сӑлтавсем чылай — калӑпӑр, материал ҫывӑх ҫын пирки пырать, ӑна япӑх енчен сӑнласа парать (хӑвӑрӑн юратнӑ ҫыннӑр пирки япӑххине илтме тата йышӑнма йывӑррине пурте пӗлеҫҫӗ пуль). Е политика тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермест — паянхи ҫулпуҫсен тӗллевне хирӗҫ пырать. Унсӑр пуҫне пахалӑхсӑр материалсем те пулма пултараҫҫӗ — вӗсене те пичетрен хӑтармалла имӗш. Сӑмах кунта, калӑпӑр, альтернативлӑ майпа йӗркеленнӗ шухӑшсем пирки (кусен шутне, калӑпӑр, эпӗ «чӗлхе вӑййине» кӗртетӗп — тӗрлӗ ют сӑмахсене чӑваш чӗлхинчен пулса кайнӑ тесе ӗнентерме хӑтланнине). Тӑваттӑмӑшӗсем кӑмӑл-сипет тӗлӗшпе вырӑнлӑ мар пулма пултараҫҫӗ — пӗри теприн ҫине кӳреннӗ те ун пирки тем те пӗр шыраса тупса ҫавна кӑларса тӑратма хӑтланать, мӗнле те пулин майпа ятне варалама тӑрӑшать.

Хыпарсене илес пулсан — кунта нимӗнле йывӑрлӑх та ҫук. Эпир информаципе кӑна тивӗҫтеретпӗр. Мӗн пулса иртнин пирки пӗлтеретпӗр. Информацие нимӗнле хак та памастпӑр (апла-и, капла-и, ҫыракансенчен эпӗ ҫакна хытӑ ыйтатӑп) — ырӑ-и эпир пӗлтерекен хыпар, е япӑх-и: куна вулакан хӑй палӑртмалла. Хӑй пуҫӗпе шухӑшласа хӑйӗн хак памалла. Ҫавӑнпа та чылай чухне чару пирки каласан ытларах статьясем пирки сӑмах пырать.

Чӑн та, хӑш-пӗр статьясене вырнаҫтарнӑ чухне пуҫа ватма тивет — кӑна лартмалла-ши е ҫук? Кӑҫалхи материалсене илсен кунашкал ыйту икӗ хут сиксе тухрӗ. Пӗри — «Автор вӑйӗ — сӑвӑра» статьяна вырнаҫтарнӑ чухне, тепри — Тимӗр Акташӑн «Мы не хотим в путинский ядерный «рай» после возможной Третьей мировой войны!» статьине курӑмлатнӑ май.

Пӗрремӗшне илес пулсан — вӑл статьяра эп литература критикине мар, пӗр сӑвӑҫ тепӗрне темшӗн тавӑрнине кӑна куртӑм. Ҫук, литература критики те пур унта, анчах ҫавах кӗвӗҫӳ, тепӗр ҫынна хур тӑвас тӗллев малти вырӑнта. Кунашкал статьяна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен пӑхсан вырнаҫтармалла мар пек. Иккӗмӗш статьяра вара авторӑн «айванла шухӑшлавӗ» статьяна паха теме мана май памасть. Ку — вӑл ман шутпа. Автор шухӑшӗпе, тен, вӑл паха статья калӑпланӑ пулӗ те, ман шутпа унашкал мар. Унсӑр пуҫне Путин ӗҫне хаклама тем тесен те ахаль-махаль ҫын пулни ҫителӗксӗр, влаҫри ӗҫ-хӗлпе тӗплӗ паллашнӑ ҫын пулмалла; тӗнче лару-тӑру мӗнле майпа улшӑнса пынине хак пама пӗлекенни пулмалла. Мӗншӗн Путин ҫав е ку сӑмахсене каланӑ, мӗн сӑлтавпа? Ҫаксене тишкерсе тухса хуравне тупаймасӑр кунашкал статья-ҫыру ҫырни ытла та «айванла ӗҫ».

Анчах! Эп ҫапла хак панипе кӑна ку статьясене вырнаҫтарассине чарса хумалла-ши? Тем тесен те вӗсем ман шухӑша мар-ҫке, авторсен шухӑшне пӗлтереҫҫӗ. Ӑнланаканни ӑнланӗ, вӑл шухӑшсене тивӗҫлӗ хак парӗ. Ҫапла май вӗсем пирӗн сайтра кун ҫути курчӗҫ. Паллах, Аркадий Русаковӑн статйисем те, нумай пулмасть вырнаҫтарнӑскерсем, официаллӑ наука йӗркипе ҫырӑнман, унта тавлашуллӑ вырӑнсем сахал мар. Йӑнӑш шухӑш чылай тесе вара вырнаҫтармалла мар-ши? Чармалла-ши?

Ҫын шухӑшне, тӗрӗссипе каласан, чарусемпе чараймӑн. Ну вырнаҫтармастӑн. Вара мӗн? Автор ҫакна пула хӑйӗн шухӑшне улӑштарать тесе шутлатӑр-им? Ҫук. Чӑнлӑх вӑл тем тесен те тавлашура ҫуралать. Кашни хӑй шухӑшне пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫав расналӑхран тӗшшине тупма пулать, чи чӑн пайне.

Унсӑр пуҫне ман Чӑваш халӑх сайтне цензурӑпа чарусем айне путнӑ ресурс пек кӑтартас килмест. Пӗр МИХ пирки сахал мар илтнӗ — ҫав-ҫав ҫынсен материалӗсене лартмаҫҫӗ, е пӗр-пӗр ҫынна асӑнма юрамасть. Ку, паллах, ҫынсен кӑмӑлне пӑсать. Вӑл ҫул ман шутпа — чи ӑнӑҫсӑрри. Мӗншӗн? Ҫӳлерех ӑнлантарса патӑм ӗнтӗ — тӗрлӗ шухӑшсене кӑтартсан ҫеҫ чӑнлӑх тӗшшине тупма май пур.

Ҫавӑнпа та уҫӑмлӑ пӗлтеретӗп: енчен те сирӗн пӗр-пӗр шухӑшӑра пӗлтермелле пулсан — пирӗн ресурс яланах сире валли уҫӑ. Эпир ирӗклӗ площадка шайӗнчен каялла чакмӑпӑр.

Сирӗн шутпа вара, мӗнле, ирӗклӗхе чикӗлемелле е ҫук?

Пурне те хисеп туса, «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ

Николай (Аҫтахар) Плотников

 

ХК: ку статьяна ҫырнин сӑлтавӗ — Тимӗр Акташӑн уҫӑ ҫырӑвне пула ӗҫ вырӑнне пушатма тивнинче. Имӗш, ман Чӑваш халӑх сайтӗнче унашкал материал вырнаҫтарма юраман (авторӗ эпӗ мар пулин те, унти шухӑшсемпе килӗшсех каймастӑп пулин те). Вӑл ӗҫ вырӑнӗ, паллах, Чӑваш халӑх сайчӗпе ниепле те ҫыхӑнман, анчах манӑн, вӗсен шухӑшӗпе, ҫавах вӗсем ыйтнӑ пек сайтри политикӑна тытса пымалла. Мана мар, Чӑваш халӑх сайтне, тейӗн, ӗҫе илнӗ... Халь вара ку тӗлӗшӗнчен эп ирӗкре. Тен, вӑхӑт иртсен, хамӑн ӗҫ вырӑнӗпе ҫыхӑннӑ статьясем те калӑплӑп (унта ӗҫ укҫи илсе тӑнӑран хамӑн ӗҫ вырӑнне тӗкӗнместӗмччӗ). Ҫырмалла вара унта — сахал мар.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#ӗҫ вырӑнӗсем, #политика, #сайтсем, #ҫырусем, #чарусем

 

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?

Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2797.46.2235
2019.03.04 11:56
Agabazar
Шырав йĕçмпркинче (калапăр гуглта) статья ятне çеç мар, авторне те кăтартмалла — вара тупăнать. Вăл — Раиса Сарпи. Анчах статьяна Аçтахар та хăй ячĕпе витсе кăларма пултарнă.

Базиль Кириллов,
эс ĕç паракан департамент мар пулсан, мĕншĕн тата ытлашши çиларманĕ пек хăлаçланан???


Департамент-и е çук-и, анчах пурпĕрех Аçтахар валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ кирлĕ. Кам тупма пулăшать — çавна сăвап пулать.
Атнер // 3194.42.1645
2019-03-04 09:48
Эй тур-тур .Акташ, тархасшӑӑн урамра таҫта е тата кӗперсем урлӑ каҫнӑ чух асӑрхануллӑ пул. Тем курса ларӑпӑр. Мускаври Немцов кӗперӗ патне хӑв та чечек кайса хутӑн. Шупашкарта Акташ кӗперӗ ан пултӑрчӗ,тамаша.
Авенир Петровский тата Ипполит Агаков мĕн сăлтавпа вилнине кам пĕлет?
Алибасов // 3792.7.8520
2019.03.04 19:42
Алибасов Йӗпреҫоен: Хола Ҫынни-ши текенни Суя кунтӑкне турӑш вырӑнне лартни куҫкӗрет, ҫавна пула суя ҫине суя купалать, мӑкка. АЙВАН!
Атнер // 3194.42.1645
2019.03.04 20:36
Хула ҫынни йӑнӑшать Ельцин пирки. Ӑна палӑк лартмалла хӑй вырӑнне Владимир Владимирович Путина лартса хӑварма пултарнишӗн. Мӗнле ӑслӑ та малкурӑмлӑ ертӳҫӗ пулнӑ Борис Николайчӑ. Паянхи кун Крым та пулмастчӗ пирӗн, ракета Пойсетон 12 махлине кураймасӑрах ларатпӑрчӗ. Ахальтен мар Путин Кӗтерне хулинче Ельцин музейӗнче питӗ хакларӗ унӑн ҫӗршыва сыхласа хурас ӗҫ-хакӑлне. Пятая колоннӑсем пустуях савӑл ҫапса кӗртесшӗн ҫакӑ икӗ Улӑп хушшине.
Agabazar // 1295.51.7078
2019.03.05 00:08
Agabazar
Паллă ĕнтĕ, чăваша Крымран кирлĕрех япала ним те çук. Аха, Крым пулсан аптрамастпăр!

Крымри пĕр-пĕр хăлтăр-халтăр района та пулин чăвашсене уйăрса пама май çук-ши? Пултăр унта чăваш пуçлăх, чăваш университечĕ, чăваш шкулĕсем, чăвашла калаçакан тÿре-шара, чăваш ансамблесем, чăвашла телевидени, чăваш кĕнекисен кăларăшĕ, чăваш тĕпчев институчĕ, чăваш архивĕ, чăваш музейĕ, чăвашла кĕлĕ тăвакан чиркÿ, чăвашла сайтсен серверĕсем, тракториста вĕрентекен чăвашла шкулсем, чăваш ача сачĕсем.....
2019.03.05 12:58
Молодец, Агабазар!!! Куншăн чăн та тивĕçлипе мухтама пулать. Сăмах майăн, иртнĕ эрнере канхвет ткянтăм, хуплашки çинче Украина г. Донецк тесе çырнă, 2014 çултанпа вара ДНР тесе шавлаççĕ. Кам-тăр сайт çинче ăнлантарса парăр-ха çакă ыйтăва.
Базиль Кириллов // 2532.71.3915
2019.03.07 19:12
Площадка - лаптӑк? Темле ҫав... Тен, "вырӑн" тесен аванрах. Тата йӗркеллӗрех ҫавӑрса калама пулать, ҫине тӑрсан. Плотниковне хӑйне те пӗрремӗш класа ямалла. Мар-и?
2019.03.08 15:55
Базиль Кирилов, пĕрремĕш класа е иккĕмĕшне, эсĕ ун сайтĕ çинче ларатăн, хăв сайт уç, вара лăрка
Agabazar // 7418.6.1180
2019.03.08 16:19
Agabazar
Темшĕн вырăссем "место" темеççĕ, "площадка" теççĕ.

Чăвашăн вара каллех сехри хăпнă. Пăх, шăк, навус, тислĕк, пылчăк, пыйтă, лачака тенисенчен çÿлерех хăпарсшăн мар.
Базиль Кириллов // 1260.33.8659
2019.03.13 20:33
"Площадка" сӑмах ҫумне ҫыхса хунисем валли: ытлашши асапланмасӑрах каласа хума пулать: "Сӑмах ҫине сӑмах", "Тӳррипе каласан", "Тавлашу тӗпелӗ", "Калаҫӑр, чармастпӑр", "Чару ҫук, калаҫӑр", "Ирӗк шухӑшсем", "Ирӗклӗ сӑмах" тата ытти (хытти) те.
Agabazar // 3412.61.9798
2019.03.15 15:39
Agabazar
Калаç,калаç, Кириллов. Калаçсан — сăмах, кассан — турпас.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем