Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, виҫӗ кӑларӑмпа тухнӑ «Синонимсен словарӗн» тата чӑвашла-казахла, чӑвашла-удмуртла словарьсен авторӗ Елизавета Фёдоровна Васильева хӑйӗн юбилейне паллӑ турӗ — 85 ҫул тултарчӗ. Ватӑ тӗпчевҫе ӗҫтешӗсем манмаҫҫӗ, ҫуралнӑ кунӗнче ҫулленех Елизавета Фёдоровна патне хӑнана килсе каяҫҫӗ. Кӑҫал та вӗсем ку йӑлана пӑрахмарӗҫ: Андрей Филиппов пулӑшнипе Элӗк районӗнчи Синер ялне ҫитрӗҫ — гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен Геннадий Дегтярёв, вӗренӳ институтӗнчен Юрий Виноградов тата «Чӑвашкино» директорӗн ҫумӗ Олег Цыпленков, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников.
Шупашкартан ҫитнӗ хӑнасене Елизавета Фёдоровнӑпа пӗрле ывӑлӗ Сергей Викторович тата кӳршӗри хурӑнташӗ Нина Дмитриева хапӑл кӗтсе илчӗҫ.
Елизавета Фёдоровна хӑнасене паянхи кун мӗн ӗҫпе пурӑннине каласа пачӗ. Сывлӑхӗ хавшанӑ пулин те ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ ӗҫ пӳлӗмне чӑнкӑ пусмапа кунне аллӑ хутран кая мар хӑпарса анать. Хӑй каланӑ тӑрӑх ҫакӑ ӑна хавшаклӑха сирме пулӑшать.
Ҫулла пулсан сакӑрвуннӑран иртнӗ тӗпчевҫӗ вӑхӑта ытларах пахчара ирттерет — унӑн йӑранӗсем ҫинче пӗр ҫум та вӑй илеймест. Пӗлтӗр те кӗркунне пахчари ҫӗрулмие Елизавета Фёдоровна пӗчченех кӑларса хунӑ. Шупашкарти мӑнукӗсен вара асламӑшӗн ӳрӗклӗхӗнчен тӗлӗнмелли кӑна юлнӑ.
Сумлӑ ӑсчах паянхи кун та ӗҫсӗр лармасть, тӗпчев ӗҫӗсемпе аппаланать. Нумаях пулмасть вӑл, сӑмахран, пушкӑрт чӗлхипе чӑваш чӗлхи хушшинчи пӗрпеклӗхсене сӑнаса словарьпе грамматика танлаштарӑвӗ хатӗрленӗ. Хӑнасем 100 страницӑллӑ ӗҫпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ, пичетлесе кӑлармашкӑн пулӑшма шантарчӗҫ.
Кӑҫал Елизавета Фёдоровна операци тӳссе ирттернӗ. Чире парӑнтарма май панӑшӑн тӗпчевҫӗ халӗ Муркаш район пульницин хирургне Николай Ефимович Григорьева, ытти шурӑ халатлисене чунтан-вартан тав сӑмахӗ калать.
Ӗҫтешӗсем Елизавета Фёдоровнӑна хӑвӑртрах юсанса ҫитме ӑнӑҫу сунса ҫула тухрӗҫ.
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.03.02 23:51 | |
+ !!! |