ЮПА | 25 |
Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тӑван чӗлхе пӗлӗвӗ, чӑваш наци культури тата тепӗр ҫухату тӳсрӗ: чӑваш чӗлхин чи сумлӑ тӗпчевҫи, чылай словарьпе вӗренӳ хатӗрӗн авторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Елизавета Федоровна Васильева пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Вӑл вӑтӑр ҫула яхӑн университет яш-кӗрӗмне пӗлӳ панӑ, вунӑ ҫул педуниверситет студенчӗсене чӑваш чӗлхин историне, тӗрӗк чӗлхисен танлаштаруллӑ грамматикине, авалхи тӗрӗк тата турккӑ чӗлхисене вӗрентнӗ.
Пулас чӗлхеҫӗ 1934 ҫулхи ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче Элӗк районӗнчи Ярхуньушкӑнь ялӗнче чӗм илнӗ. Вӑрҫӑ кӗрленӗ вӑхӑтра ҫурма тӑлӑха юлнӑ хӗр пӗрчин ачалӑхран часах хӑпма тивнӗ. 1950 ҫулта Елизавета Васильева педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмне вӗренме кӗнӗ.
Институт пӗтерсен Елизавета Фёдоровнӑна шкула вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме янӑ. Кун пирки вӗрентекенӗмӗр хӑй ҫапла аса илетчӗ: «Ман Нарспипе Сетнер ҫӗршывне – Пушкӑрт тӑрӑхне каяс килетчӗ, Самар енӗ те чуна туртатчӗ.
Питӗрти чӑвашсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи хастар ҫын, вырӑнти Ваттисен Канашӗн ертӳҫи, таврапӗлӳҫӗ, журналист, ҫар наукисен кандидачӗ Виталий Золотов пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйсен страницинче пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хыпарланӑ. Виталий Арсентьевич 87 ҫула кайнӑ.
Йӑхташӑмӑр 1934 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Синер ялӗнче ҫуралнӑ. Питӗр хулинчи Тинӗс-Ҫар радиотехника Аслӑ ҫар училищине вӗреннӗ. Тинӗс ҫар флотне вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗн тӑватӑ теҫетке ҫулне панӑ. Ҫар офицерӗ Аслӑ Тинӗс-Ҫар радиоэлектроника училищинче доцент пулса та ӗҫленӗ.
Ентешӗмӗр журналистикӑра тата литературӑра та палӑрнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ хисеплӗ ят панӑ. Юлашки ҫулсенче Виталий Золотов Никита Бичурина ӑсчах тата Петр Егоров архитектор ячӗсене Питӗрте сарассипе нумай ӗҫленӗ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, виҫӗ кӑларӑмпа тухнӑ «Синонимсен словарӗн» тата чӑвашла-казахла, чӑвашла-удмуртла словарьсен авторӗ Елизавета Фёдоровна Васильева хӑйӗн юбилейне паллӑ турӗ — 85 ҫул тултарчӗ. Ватӑ тӗпчевҫе ӗҫтешӗсем манмаҫҫӗ, ҫуралнӑ кунӗнче ҫулленех Елизавета Фёдоровна патне хӑнана килсе каяҫҫӗ. Кӑҫал та вӗсем ку йӑлана пӑрахмарӗҫ: Андрей Филиппов пулӑшнипе Элӗк районӗнчи Синер ялне ҫитрӗҫ — гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен Геннадий Дегтярёв, вӗренӳ институтӗнчен Юрий Виноградов тата «Чӑвашкино» директорӗн ҫумӗ Олег Цыпленков, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников.
Шупашкартан ҫитнӗ хӑнасене Елизавета Фёдоровнӑпа пӗрле ывӑлӗ Сергей Викторович тата кӳршӗри хурӑнташӗ Нина Дмитриева хапӑл кӗтсе илчӗҫ.
Елизавета Фёдоровна хӑнасене паянхи кун мӗн ӗҫпе пурӑннине каласа пачӗ. Сывлӑхӗ хавшанӑ пулин те ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ ӗҫ пӳлӗмне чӑнкӑ пусмапа кунне аллӑ хутран кая мар хӑпарса анать. Хӑй каланӑ тӑрӑх ҫакӑ ӑна хавшаклӑха сирме пулӑшать.
Ҫулла пулсан сакӑрвуннӑран иртнӗ тӗпчевҫӗ вӑхӑта ытларах пахчара ирттерет — унӑн йӑранӗсем ҫинче пӗр ҫум та вӑй илеймест.
Хальхи вӑхӑтра чӑвашла туйсем сайра хутра ҫеҫ ирттереҫҫӗ. Ытларах — «ҫӗнӗлле». Каччи хӗрӗ патне каять те, ӑна илсе тухнӑ хыҫҫӑн ЗАГСа кайса ҫырӑнаҫҫӗ. Малалла вара кӑшт уҫӑлса ҫӳресен (паллӑ вырӑнсенче сӑн ӳкерсен) пӗр-пӗр столовӑя кайса апатланаҫҫӗ. Ҫапла вара чылайӑшӗн туйӗ иртет те.
Чӑваш туйӗ вара танлаштарсан самай кӑткӑсрах, интереслӗрех те. Вӑл пӗр кун мар, икӗ кун тӑсӑлать. Кӗҫӗн кӗрӳсемпе туй арӑмӗсем, шилӗк, шыв ҫулне уҫни тата ытти пайсенчен тӑрать. Кашни тӑрӑхра тата вырӑнти уйрӑмлӑхсем хушӑнаҫҫӗ.
Ҫурлан 6-мӗшпе 7-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнче чӑн чӑвашла туй иртрӗ — Гурцев Василийпе Андреева Любовь (халӗ ӗнтӗ Гурцева хушаматлӑ) пӗрлешрӗҫ. Хӗрӗ Элӗк районӗнчи Синер ялӗнчен.
Туй шавлӑ иртрӗ — туй арӑмӗсем пӗр чарӑнми такмак хыҫҫӑн такмак каласа юрларӗҫ, юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗҫ. Ятарлӑ артистсем мар — тӑвансемпе ял халӑхӗ.
Туйӑн иккӗмӗш кунӗ уйрӑмах интереслӗ иртрӗ. Каччӑ енчи тӑванӗсем шилӗкре парнесем панӑ хыҫҫӑн, ҫӗнӗ ҫын шыв ҫулне уҫма кайрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |