Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тата тепӗр ҫын ҫине ҫурт ҫивитти ҫинчен юр йӑтанса аннӑ. Хӗрарӑмӑн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Вӑл пуҫне тата сулахай аллинчи икӗ пӳрнине ыраттарнӑ. Тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна килне янӑ.
Инкек пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти Николаев урамӗнче пулса иртнӗ. Ку факта пӗлнӗ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпчев пуҫарнӑ. Вӗсен тӗллевӗ — инкек сӑлтавне палӑртасси. Тата тӗрӗсрех каласан, нумай хутлӑ ҫурт-йӗре тытса тӑракан управляющи компани хӑйӗн тивӗҫне епле пурнӑҫланине тишкересси.
Иртнӗ уйӑхра Шупашкарта 14 ҫулти ача пульницӑра сипленмеллех шар курнӑччӗ. Ун ҫине юр тата пӑр йӑтӑнса аннӑччӗ. Ҫав факта тӗпе хурса тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫех пуҫарнӑччӗ.