Ӗнер Шупашкарти право хуралӗнче тӑрӑшакансене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленине Марат Михайлов ертсе пырӗ.
Пакунлӑ пуҫлӑх пирки ӑшӑ сӑмах калама Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин хӑй пынӑ. Полицин генерал-майорӗ Михайлов полковник оперативлӑ ӗҫе аван пӗлнине, пуян опытлине, ӗҫе йӗикелеме пӗлнине палӑртса хӑварнӑ. Вӑл ӗҫтешӗсене тухӑҫлӑ ӗҫлеттерме пултарасса ӗненнине пӗлтернӗ.
Марат Михайлов шалти ӗҫсен тытӑмӗнче 1993 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫурҫӗр Кавказра та вӑл хӑйӗн професси тивӗҫне пурнӑҫланӑ. «Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» 2-мӗш степеньлӗ орден медальне, «Паттӑрлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ. Юлашки вӑхӑтра «Динамо» физкультурӑпа спорт обществин ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.