Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Сергей Кудряшова министр пуканне панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.11.2018 18:01 | 2036 хут пӑхнӑ
Политика

Паян, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе асӑннӑ ведомствӑра пӗрремӗш ҫум пулса тӑрӑшнӑ Сергей Кудряшова шаннӑ.

Сергей Кудряшов 1982 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, унта вӑл Физика учителӗн профессине алла илнӗ. Каярах РФ вӗренӳ ӗҫченӗсен квалификацине ӳстермелли академийӗнче, Шупашкарти коопераци институтӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӗве туптанӑ. Канаш районӗнчи, Шупашкарти шкулсенче вӗрентекен тата директор ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ, Шупашкарти 55-мӗш вӑтам шкулта директорта ӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ, ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ, пӗрремӗш ҫумӗ пулса тимленӗ.

#Вӗренӳ министерстви, #шкулсем, #тӳре-шара, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Шупашкар, #ЧППУ, #ЧПУ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2873.63.9902
2018.11.07 18:12
Agabazar
Кунта ăçта çуралса ÿснине кăтартман.
2018.11.07 21:07
Аçтахар Плотников
Кудряшов Сергей Владимирович родился 26 мая 1960 года в д. Кондраково Рязанской области. Кунта пур: http://www.profobrcheb.ru/kudryasho ... j-vladimirovich.html
Agabazar // 2873.63.9902
2018.11.07 21:55
Agabazar
А мĕншĕн кун пирки Интернетра шыраса тетртленмелле? Мĕншĕн тÿрех пелтермелле мар?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем