Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Ҫӗрпӳсем ҫаплипех пуҫлӑха шыраҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.04.2019 08:22 | 1521 хут пӑхнӑ
Политика

Ҫӗрпӳ районӗнче муниципалитета ертсе пыма тивӗҫ ҫынна шыраҫҫӗ. Маларах «ҫӗрпӳсем» терӗмӗр те, капла калани тӗрӗсех мар. Районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем суйлас йӑла темиҫе ҫул каялла пӑчланчӗ. Халӗ кандидатурӑсене малтан республика шӑйӗнчи комисси (ӑна регион ертӳҫи ҫирӗплетет) комисси пӑхса тухса аллать, кайран Депутатсен районти пухӑвӗнче сӳтсе яваҫҫӗ.

Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче республикӑри комисси пайташӗсем пуҫлӑха тупайманнине пӗлтернӗччӗ.

Ӗнер комисси черетлӗ хутчен ларӑва пухӑннӑ. Хальхинче «Надежда» общество ертӳҫи, 1963 ҫулта ҫуралнӑ Виктор Фёдоров, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ, 1981 ҫулхи Игорь Николаев, Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ, 1975 ҫулхи Юрий Ямсков заявлени панӑ.

Тӗнче тетелӗсенчен пӗринчи «Цивильск/район» (чӑв. Ҫӗрпӳ/район) ушкӑнра ҫырнӑ тӑрӑх, кандидатсен хушшинче Ҫӗрпӳ район ҫынни ҫук. Район ҫыннисем Беккер оппозиционер (ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ) конкурса хутшӑнасса шаннӑ-мӗн те, анчах вӑл заявлени паман.

#партисем, #депутатсем, #Ҫӗрпӳ районӗ, #тӳре-шара, #конкурссем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-137663205_24332
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2291.81.1801
2019.04.10 10:42
Agabazar
Тĕрĕсех мар, пуль: "1981 ҫулхи Игорь Николаев, Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ, 1975 ҫулхи Юрий Ямсков заявлени панӑ."

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем