Шупашкарти 1-мӗш колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе РФ Хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗн подразделенийӗн ӗҫченӗсем тӑратнӑ материалсем тӑрӑх пуҫарнӑ. Колони пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗччен хайхи ҫын хӑйне пӑхӑнакансене килӗнче ӗҫ вӑхӑтӗнче ӗҫлеттернӗ. Вӗсем пуҫлӑхӑн Шупашкарти тата Сӗнтӗрвӑрринчи хваттерӗсемпе хуҫалӑхӗнче, ҫавӑн пекех арҫыннӑн паллаканнисен Шупашкарта тата Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ хуҫалӑхӗсенче ӗҫленӗ.
.