Пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫамрӑк каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ӑна вӗлернӗ. Ҫак хура ӗҫе унӑн тантӑшӗ, 24 ҫулти каччӑ, тунӑ. Ҫак кунсенче вӑл суд сакки ҫине ларса приговор итленӗ. Судья ӑна тӗрмене 11 ҫуллӑха лартма йышӑннӑ.
Ӗҫ-пуҫ вара ҫапларах пулса иртнӗ. Ҫав кун ҫӗрле 24-ри каччӑ пӗлӗшӗпе килте пулнӑ, эрех ӗҫнӗ. Хайхискерсем хӗрсе кайсан вӑрҫӑнса кайнӑ. Хваттер хуҫи хӑнана хӗненӗ, унтан ҫӗҫӗпе чикнӗ.
Аманнӑ каччӑ подъезда чупса тухнӑ. Анчах урама тухса ӗлкӗреймен – алӑк патӗнче тӗшӗрӗлсе аннӑ. Ку преступленишӗн 24 ҫулти каччӑ ҫирӗп режимлӑ колонире самаях ларӗ.