Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: Ҫу уйӑхӗ сивӗ килӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 24.04.2019 20:00 | 1525 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк

Ну ака уйӑхӗ хӑйӗн ӑшшипе савӑнтарчӗ! Ҫу уйӑхӗ вара пире мӗнпе тӗлӗнтерӗ?

Синоптиксем ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче каҫхине сивӗтессине, юр ҫума пултарассине пӗлтереҫҫӗ. Уйӑх тӑршшӗпех ҫанталӑк улшӑнса тӑрӗ, пӗтӗмӗшле илсен – климат норминчен сивӗрех пулӗ.

Ҫу уйӑхӗнче тӑватӑ хутчен сивӗтет: ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче, Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн, уйӑх варринче тата 25-мӗшӗсенче. Каҫхине ҫӗр ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗчченех шӑнӗ. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тата варринче юр ҫума пултарӗ.

Паллах, уйӑх хӑйӗн ӑшшипе те савӑнтарӗ. 6, 12 тата 20-мӗшӗсенче чи ӑшӑ кунсем пулӗҫ ахӑртнех. Апла-и, капла-и – кӑҫал ҫуллахи ҫанталӑк ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн пата ҫитӗ. Ҫак кунран республикӑра антициклон хуҫаланӗ.

#ҫутҫанталӑк, #синоптиксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Алексин // 5394.3.2298
2019.05.03 19:20
"Уйӑх хӑйӗн ӑшшипе савӑнтарӗ..." Вуласан вилсе каяс пек ахӑлтатрӑм. Эпле тӑн ҫитернӗ?
Алексин // 5394.3.2298
2019.05.03 19:22
Тӳрлетни тата хушни: "Уйӑх хӑйӗн ӑшшипе савӑнтарӗ..." Вуласан вилсе каяс пек ахӑлтатрӑм. Епле тӑн ҫитернӗ?

Сумалли качака мар, сӑвакан качака пуль?
Влад Маскай // 3957.56.0551
2019.05.11 01:27
Камитле калаçма пултаракансене кам кăна сумламасть-ши? Пурте тенĕ пек... Малтан вуласан-итлесен: -ку çын злле кăштах " тăйăлнă" ĕнтĕ,- текен шухăш та сас парать ăшра, анчах та кайран кăна (послевкусие) тавçăран вара, мĕншĕн унăн куçĕсем çăлтăр пек вичĕкĕн пăхнине астуса! Ун пек çын - сайра тĕл пулать пулсан та - вĕсĕм пур! Халăхăн пуянлăхĕсем! Ахальтен мар вĕсĕнчен патшасем те хăранă! ...хальхи пуçлăхсем те! - "чĕтрене" ерме хатĕр нумай чухне...( Шнурова аса илер е Аркадий Рйкина). Чăвашра та сахал мар вĕсем. Эх! "Капкăн" журналăмар пур чухне миçе çын ахăлтатса - ăшне тытса кулнипе сывлăхĕсене таруланине мĕншĕн шута илме пултаракан çынсем сас памаççĕ-ши?!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем