Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм тата Хусанти 32 ҫулти арҫын, вӑл уйрӑм усламҫӑ шутланать, суя фирмӑсем уҫса тултарнӑ. Ҫакна вӗсем 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен тытӑнса 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен тума ӗлкӗрнӗ. Халӗ арҫынпа хӗрарӑм тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Вӑл паянхи кун тӗлне саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Арҫынна 2 ҫуллӑха, хӗрарӑма 1 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Суя фирмӑсене хӑйсен ячӗпе регистрацилеттерме килӗшекенсене вӗсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче шыранӑ. Унта пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ та... Укҫан хавхалантарнине кура фирма уҫма килӗшекенсем тупӑннӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суя фирма уҫса пуҫлӑх ятне илнисене те явап тыттарнӑ.