Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри районсем тӑрӑх ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе тухса кайнӑ. Регион ертӳҫи хуҫалӑхсенче ҫур акине епле ирттернипе паллашас тӗллев лартнӑ.
Чи малтанах вӑл Шупашкар районӗнчи «Прогресс» акционерсен хупӑ обществинче пулнӑ. Предприятин пуҫлӑхӗ Сергей Ванюшкин ҫуртрисене акса пӗтересси нумай юлманнине ӗнентернӗ. Кӗрхисен пӗтнӗ лаптӑкӗсем вырӑнне ҫӗнӗрен акнине пӗлтернӗ. Усӑ курман ҫӗрсене тара илсе те унта акаҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах асӑннӑ районти тепӗр хуҫалӑх, «Приволжское» (ертӳҫи — Константин Григорьев) ятли, акана тухман та иккен. Ҫавӑншӑн Михаил Васильевич район администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Димитриева асӑрхаттарса каланӑ. Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртменшӗн те район ертӳҫине сӑмах лекнӗ.
Элтепер ҫавӑн пекех Элӗк, Вӑрнар тата ытти хӑш-пӗр районта пулнӑ.