Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен ӗнерхи канашлура сӳтсе явнӑ ыйтусен шутӗнче Ҫӗнтерӳ кунне республикӑра епле уявлани те пулнӑ. «Вилӗмсӗр полк» акцие кӑҫал 22 пин ҫын тухнӑ. Ӑна республикӑн тӗп хулинче ҫеҫ мар, районсенче те ирттернӗ.
Кама мӗн пӑшӑрхантарать те, республикӑн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин ҫар техникин управлӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫав техника валли ятарлӑ вырӑн пулсан ӑна унта упрама тата ҫавӑнта музей йӗркелеме те май килӗччӗ. Уҫӑ ҫӗрте ларакан техника япӑхать, ӑна юсаса ҫӗнетме те хакла ларать. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку шухӑша ырласа йышӑннӑ.