Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Андрей Чемышев чӑвашсене пулӑшма кӑмӑл тунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.05.2019 20:37 | 1894 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Пуху саманчӗ
Пуху саманчӗ

Паян «Хавал» пӗрлӗхӗн пухӑвӗ иртрӗ — унта аякран ҫитнӗ хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсен йышӗнче В.М. Васильев ячӗллӗ чӗлхе, литература тата истори ӑслӑлӑхӗсен тӗпчев институтӗнче вӑй хуракан Андрей Чемышев та пулчӗ.

«Хавал» Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах кӗнекин электронлӑ вариантне хатӗрлес ӗҫе ҫӗнӗ вӑйпа кӳленесшӗн. Аса илтеретпӗр, ку ӗҫе вӗсем унченех пуҫарнӑччӗ, ятарлӑ сайт та хатӗрленӗччӗ. Александр Блинов каласа панӑ тӑрӑх вӗсен сӑмах кӗнекине оригиналлӑ орфографипе электронлӑлатасшӑн, ҫавна май ҫармӑс чӗлхеҫине сӗнӳпе пулӑшма ыйтнӑ. Ҫармӑссем ку енӗпе чӑн та пысӑк утӑмсем тунӑ — сахал мар словарьсем сканерласа тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.

Андрей Чемышев Йошкар-Олари чӗлхе, литература тата истори ӑслӑлӑхӗсен тӗпчев институчӗ паянхи кун мӗнпе ӗҫлени пирки те каласа пачӗ — вӗсем Яндекс.Тӑлмач валли вырӑсла-ҫармӑсла текстсем хатӗрлесе ҫитернӗ. Хальхи вӑхӑтра вара ҫармӑс чӗлхин корпусне хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ — 2020 ҫул вӗҫне унти сӑмахсен йышне 20 миллиона ҫитересшӗн. Ҫакна пурнӑҫлама вӗсен институчӗ миллиона яхӑн тӑракан сканер туяннӑ, кӗҫех чӗлхе корпусӗ валли ятарлӑ сервер хута ярӗҫ. Шел те, чӑвашсен ку тӗлӗшпе ӑмсанмалли кӑна юлать — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӗлхеҫӗсене паянхи кун ытлашшиех кӑмӑлламаҫҫӗ. Ӗҫлессе те иртнӗ ӗмӗрте пухнӑ картотекӑпа ҫеҫ аппаланма пултараҫҫӗ, корпус хатӗрлес шухӑш вара пуҫлӑхсен пуҫне кӗмест те пулас. Кӳршӗллӗ халӑхсем хӑйсен чӗлхисене аталантарнӑ вӑхӑтра кая юлса пыни вӗсене пӗрре те пӑшӑрхантармасть. Пӗтӗм ӗҫе ытларах пайӗпе «Хавал» йышши пӗрлӗхсен пурнӑҫлама тивет.

Андрей Чемышев хавалҫӑсен ӗҫне ҫӑмӑллатакан сӗнӳсем пачӗ, май ҫитнӗ таран пулӑшма шантарчӗ. Пухӑва Чӑваш чӗлхе лаборатори ертӳҫи Николай Плотников та хутшӑнчӗ — электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ валли хатӗрлесе ҫитернӗ материалсемпе тивӗҫтерме шантарчӗ. Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра унта 17 томран вуниккӗшне кӗртнӗ.

Ашмарин сӑмах кӗнекине электронлӑлатакан ушкӑна Самар тӑрӑхӗнче пурӑнакан Михаил Саркӑмӑл ертсе пырать. Пухӑва вӑл та ҫитнӗччӗ — паянхи кун тӗлне ӗҫ мӗнле шайра пыни пирки каласа пачӗ, мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине те. Пухӑннисем вӗсене сирмелли мелсене шыраса тупма тӑрӑшрӗҫ. Сӑмах май, Михаил Саркӑмӑл — Николай Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах кӗнекине Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ валли хатӗрлекенсенчен пӗри.

#ЧПГӐИ, #ЧЧЛ, #сайтсем, #Хавал, #чӑваш чӗлхи, #Самар, #Мари Эл, #ӑслӑлӑх, #хӑнасем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем