Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Апат-ҫимӗҫ: Аш-какай

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.05.2019 13:37 | 7535 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Апат-ҫимӗҫ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Ку сӑмахсене халь ҫапла ҫырса пӗр ӑнлану тӑватпӑр. Ӗлӗк кашни сӑмах (аш та, какай та) хӑйне уйрӑм пӗлтерӗшпе ҫӳренӗ. Сысна пуссан какай пулать тенӗ, ытти чӗрӗ чун пуссан — аш. Пӗтӗмӗшлетсе каламалла чухне те аш-какай темен, аш-пӑш сӑмахпа усӑ курнӑ. Кун пирки В. Г. Егоров профессор хатӗрленӗ «Этимологи словарӗнче» лайӑх ӑнлантарса панӑ.

 

Хушса калани. Кунта, паллах, хайхи этимологи словарӗнчи статьясене илсе пани кӑна вырӑнлӑ:

АШ «мясо», аш-какай, аш-пӑш в со6ирательном смысле «всякое мясо»; др. тюрк., Замахш., тефс. XII–XIII вв. азук «продовольствие», «провиант», «корм»; чаг. ашлыг «зерно», «зерновой хлеб»; МК, уйг., кирг., ног., тур. (уст.) аш, казах., ног., хак. ас, балк. аш-маш «пища»; туркм., к. калп., ног. азык, якут. ысык «пища», «еда», «кушанье», «продукты»; узб. ош «горячая пища», «плов»; ойр. аш «пища», «еда», «хлеба в колосьях и в зерне», «посевы»; хак. ас «зерно»; тат. ашлык, кирг. аштык «хлевные злаки»; уйг. ашпәз, казах., хак. аспаз, узб. ошпаз «повар»; кирг., тат., башк. аша «есть». Ср. перс. аш «суп», «похлёбка», «кушанье»; «крахмал», «клей»; (аш-пӓз) «повар». В чувашском аш-пӑш второй компонент представляет собой слово-эхо с прибавлением п.

КАКАЙ «мясо». Восходит к монг. гакай, гахай «свинья». Чуваши первоначально, по-видимому, только свинину называли какай, а позднее и говядину (см. ӳт); ср. монг. гахайн ногоо ~ чув. сысна курӑкӗ «птичья гречиха» (букв. в том и другом языке «трава свиньи»).

ӲТ 1. «тело»; 2. уст. «мясо»; тефс. ХII-ХIII вв. ӓт «мясо»; «тело»; якут. эт «тело»; уйг., азерб. әт, алт. В эт, хак. ит «тело»; «мясо»; тув. эьт-бот «тело»; эьт «мясо»; кирг., казах., к. калп., ног., кумык., туркм., тур., гаг. эт, тат., башк. ит «мясо». В настоящее время в чув. яз. ӳт употребляется исключительно в значении «тело», а в прошлом оно обозначало и «мясо», что видно из сохранившихся устойчивых речений: ӳте кӗр — «разговляться» (на мясо); ырхан ӳт хӑй шӳрпинчен хӑй вӑтаннӑ, тет «нежирное мясо, говорят, само устыдилось своего навара»; а также в диал.: ӳт шӳрпи «мясной суп»; ср. тур. эт курти «черви (в теле)» (Будагов I, 177).

Федотовӑн этимологи словарӗ те «какай» монголсенчен лекнине палӑртать. Ҫавах та сысна ашне ҫеҫ какай тенине илсе памасть. Ҫав вӑхӑтрах сысна ашӗ тени Ашмарин словарьне те лекнӗ. Аш сӑмах пирки вара ҫапла ҫырать: «Допустимо, что современное значение чув. аш мясо возникло под влиянием монголизма какай свинья, выступающего вторым компонентом в словосочетании аш-какай, обозначающим теперь мясо вообще».

Тӗпчесен чӑнах та ашпа какай чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне самай анлӑ уҫса парать — монголсем чӑн та тарӑн йӗр хӑварни ҫиеле тухать. Апла-тӑк — эпир чӑн та Атӑлҫи Пӑлхар еткерҫисем пулнине ним иккеленмесӗр калама пулать!

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Атӑлҫи Пӑлхар, #монголсем, #ылтӑн ҫӳпҫе, #этимологи, #чӑваш чӗлхи, #апат-ҫимӗҫ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Вот и // 1439.14.7372
2019.05.31 09:48
на таких статейках-заметках постепенно, скрупулезно нужно и можно учить и сохранить чувашский язык. Этот вариант обязательно должен всё время присутствовать. Поддерживаю!
Agabazar // 1236.20.6143
2019.06.01 19:47
Agabazar
Хăв мĕн çырнине чăвашла куçарса пар-ха, тархасшăн.
Çакна тума пултарайсан, санран пархатар пулать темешкĕн май пур.
Вот и // 3794.7.4823
2019.06.12 16:46
Аскольд евĕрлĕ кутăнла тÿрккес çын... Чăвашла куçарса памалла тата... Çаплах кутăнлашмалли май шырать. Но ладно, давай слушай-читай: Çакăн пек пĕчĕк-пĕчĕк статьясемпе, кĕскен çырнă заметкăсемпе усă курса майĕпен, тĕплĕн те тăрăшуллă вĕрентсе чăваш чĕлхине упраса хăварма чăнахта пулĕ.Çакăн евĕр вариантсем пĕрмаях пулмалла. Çак ĕç майлă-пулăшуллă пултăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем