Васкавлӑ медпулӑшу бригадине Ҫӗнӗ Шупашкарта тапӑннине Чӑваш халӑх сайтӗнче Софья Савнеш пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ тенӗччӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнче паян ҫырнӑ тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу санитарне ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тапӑннӑ.
Шурӑ халатлисене Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫурт картишне ҫынна пулӑшма чӗнсе илнӗ. Вырӑна ҫитсен ӳсӗр пӗр ҫамрӑк васкавлӑ пулӑшу тухтӑрне хӗнеме тытӑннӑ.
Ҫапӑҫакан 26-ри этем ӑҫта пурӑннине ӗнер тупса палӑртнӑ. Паян ӑна суд килте хупса усрамалла тунӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Тухтӑра хӗнекен ҫамрӑк арҫыннӑн сывлӑхне экспертиза ирттерсех хаклӗҫ.