Улатӑр ҫыннине, вӑл уйрӑм усламҫӑ шутланать, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторне сӗтев парас тенӗшӗн явап тыттарасшӑн.
41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 30-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 291,2 статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫсем пуҫарнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем «ГАЗ-А32R35» автомобиле тӗрӗслеме ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑнтӑрла чарнӑ. Инспекторсем машина хуҫи транспорт тытӑмне ылмаштарнине асӑрханӑ. Тӗрӗсрех каласан, пассажирсем валли хушма вырӑнсем йӗркеленӗ.
Савут кӑларнинчен ылмаштарнӑ транспорта ҫӳреме юрамасть. Уншӑн административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Явап тытас килмен енне транспорт хуҫи инспектора 5 пин тыттарма пӑхнӑ.