Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫӗртме уйӑхӗнчи хӗрӳ ӗҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.07.2019 11:45 | 1700 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ иртнӗ уйӑхра уйрӑмах хӗрӳ ӗҫлерӗ — Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ корпусӗ те чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсемпе самай пуянланчӗ, черетлӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» томӗ те хушӑнчӗ.

Чи малтанах электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ словарӗн черетлӗ томӗпе — 4-мӗшпе — пуянланни пирки калас пулать. Ҫапла май халь вӑл сӑмах пуххинче 39,1 статья пур. Унччен 36,2 пинччӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра 3, 5 тата 8-мӗш томсем электронланасса шанатпӑр.

Чи пысӑк ӗҫ вара Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ корпусӗнче иртрӗ — мӑшӑрсен шучӗ 44 012-рен 62 083 ҫитрӗ. 18 пин ытла кӗртме пултартӑмӑр. Вӑл шутра — Библири мӑшӑрсене пурне те хушрӑмӑр, Феодосия Ишетер куҫарнӑ «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнекерисене тата Василий Шукшинӑн сакӑр калавне асӑнас пулать. Ҫывӑх вӑхӑтра корпусра машинлӑ куҫарӑвӗн бета-вариантне вырнаҫтарассипе ӗҫлӗпӗр. Мӑшӑрсем сахал пулнӑ май хальхи вӑхӑтра вӑл куҫару ҫавах ытла пахалӑхлӑ пулманнине асӑрхаттаратпӑр. Мӑшӑрсен шутне ӳстерес ӗҫе чӑвашла пӗлекенсем хутшӑнма пултарни пирки та асӑнса хӑвармасӑр пултараймастпӑр — пӗрле кар! тӑрса ӗҫленипе кӑна чӑваш чӗлхине эпир тӗнче шайне хӑпартма пултаратпӑр!

Корпусӑн ытти кӑтартӑвӗсене те асӑнса хӑвармалла: кунта халь 1 207 текст (+49), 93 963 пуплевӗш (+10 431), 1 284 924 cӑмах (+102 050).

#сайтсем, #чӑваш чӗлхи, #ЧЧЛ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем