Шупашкар ҫыннисем Атӑлта питӗ пысӑк пулӑ тытнӑ. Вӑлтана кӗнӗ ҫуйӑн 90 килограмм таять, тӑршшӗ икӗ метр ытла. Ҫак арҫынсем кун пек пысӑк пулӑ 18 ҫул каялла та тытнӑ пулнӑ.
Кӑнтӑр поселокӗнче пурӑнакан арҫынсем пулла утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче кайнӑ. Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ ҫывӑхӗнче вӗсем Атӑлӑн тарӑн вырӑнӗ патне ҫитнӗ.
Ҫуйӑна тытма ҫӑмӑл мар. Алексей каланӑ тӑрӑх, ку ҫапӑҫу пекех. Вӑйлӑ пулмасан ҫуйӑн тарма, хӑйӗн хыҫҫӑн сӗтӗрсе кайма пултарать.
Арҫынсем каланӑ тӑрӑх, пысӑк ҫуйӑн нумайлӑха ҫитӗ. «Пулӑ шӳрпи, шашлӑк, балык пӗҫерӗпӗр. Саппас ҫулталӑклӑха ҫитет», - каласа кӑтартнӑ пулӑҫсем.