Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче Алексей Гурьев самай пысӑк вырӑн йышӑннӑ.
Алексей Юрьевича министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин Иван Моторин паян, ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
730-мӗш номерлӗ хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Алексей Гурьев маларах Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнчи Шалти политика управленийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. 2012-2015 ҫулсенче вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи пулнӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Алексей Гурьев вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулмалли кандидатсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.